назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
Уй никĕсĕ уй пăрçи уй соханĕ уй тăрийĕ « уй ӳкĕ » уй хăлачĕ уй хăмтли уй шăкăлчи уй шăни уй шăрчăкĕ